«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çăлтăрĕсемпе паллашăр

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çăлтăрĕсемпе паллашăр

Тăван чĕлхепе культурăна малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ.

Фестивале Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркелесе пычĕ.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк пачĕç. Жюри пурĕ 92 видеролик пăхса тухрĕ, вĕсен шутĕнче Тутар Республикинче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем те пулчĕç.

Ачасем мĕн те пулин çĕннине пĕлес, хăйсен пултарулăхне кăтартас тесе нумай тăрăшни, педагогсем ачасене май пур таран пулăшни курăнать. Чунра çунакан хĕлхем пурин те курăнать. Паллах, çитменлĕхсем те çук мар. Вĕсене пĕтерес тесен вĕрентекенсен чăвашсен ташши-юрри хăйне евĕрлĕхне, чăваш тумне тăхăнас уйрăмлăхсене шута илмелле.

Фестивале хутшăннă ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене ĕçĕшĕн, иксĕлми хастарлăхĕшĕн пурне те чĕререн тав тăватпăр, малашне те çитĕнӳсем тума çирĕп сывлăх, çĕнĕ хавха сунатпăр.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене Чăваш Республикин вĕренӳ институтне (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 217-мĕш пÿлĕм) апрелĕн 15-мĕшĕ хыççăн кĕрсе илме ыйтатпăр. Сертификатсем электрон форматпа пулаççĕ, вĕсене заявкăра кăтартнă адреспа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса пама палăртнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен списокĕ